System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.srwd5ct8.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 ĔÇ ÇЫННА ИЛЕМ КӰРЕТ / сайт учителя чувашского языка и литературы Филимоновой И.Н. / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

 

учитель
Филимонова Ираида Николаевна
О сайте
Bизитная карточка
Результаты педагогической деятельности
Воспитательная работа
Родительская страница
План воспитательной работы 9 класса
Инструкции для учащихся
Ученикам
Учителям
Фотоальбом
Классное руководство
Вот и мы!
Наш классный
Наша гордость
Выпускнику
Наши праздники
Внеурочная деятельность
Неделя чувашского языка и литературы
Кружковая работа
Победители в конкурсах и олимпиадах
Творческая мастерская
Презентации
Викторина
Задания для олимпиады
Копилка по чувашской литературе
Копилка по чувашскому языку
Без имени
Досуг
Исследовательские работы
ĔÇ ÇЫННА ИЛЕМ КӰРЕТ
Афганистан - память и боль...
Имя твое-учитель ( Михайлова В.Н.)
Яков Гаврилович Ухсай пурнăçěпе пултарулăхě
Школьный музей
История создания музея
Акт обследования
Положение
Устав
Копилочка
Подписка на новости
Get Adobe Flash player
ĔÇ ÇЫННА ИЛЕМ КӰРЕТ

                                                    

 

 

 

 

EXCELSIOR - 201

  Секция        

Человек в истории и культуре

ĔÇ ÇЫННА ИЛЕМ КӰРЕТ

            Сергеева Лариса Геннадьевна, 9 класс    

            Первостепановская ООШ им. Д.Ф.Филимонова

            Филимонова Ираида Николаевна, учитель чуавшского языка и литературы

            МБОУ « Первостепановская ООШ им. Д.Ф.Филимонова»

Умĕн калани

         Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парӑнса пурнӑçласан пирĕн пурнӑç аталанса кӑна пырĕ. Ахальтен мар чӑвашсем: « Ĕç – пурнӑç илемĕ»,- теççĕ. Пурнӑç чӑннипех чаплӑ пултӑр тесессĕн, пур çыннӑн та хайне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр - çав ĕçре кӑмӑлтан тӑрӑшмалла, çитĕнӱсем тумалла, хӑв телейне тупмалла.  Хӑв юратнӑ ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кӑмӑлласси пĕчĕкрен палӑрать вӑл. Çĕр çинчи мĕн пур ĕçе çыннӑн ӑста аллипе çивĕч ӑс - хакӑлĕ тӑвать. Çав ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа кӑларма та çук: агроном, çӑкӑр пĕçерекен, юрӑ çыракан, сутуçӑ, сӑвӑçӑ…Эпĕ вара – вĕрентекен пуласшӑн. Мана вĕрентекен ĕçĕ кӑмӑла каять. Çавǎнпа  хамӑн тĕпчев-шырав ĕçĕнче эпĕ пĕрремĕш вĕрентекенĕм, Васильева Ольга Степановна çинчен сӑмах пуçарӑп. Унǎн пунǎçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ маншǎн, паянхи çамрǎксемшĕн тĕслĕх пуласса шанас килет. Ун çинчен ытларах пĕлес тесе эпĕ хам ума çакǎн пек тĕллев лартрǎм: вĕрентекен çуралса ӱснĕ ялне, Елюккассине çитсе кӱршĕре пурӑнакансемпе канашласа, тǎванĕсем каласа панǎ тǎрǎх,  хамǎн ĕçе çырса, паянхи пурнǎçра çакǎн пек çынсем пирĕншĕн, çамрǎксемшĕн тĕслĕх пулнине кǎтартасси . Кӱршĕсем каласа панӑ тӑрӑх,  хамǎн юратнӑ вĕрентекенĕм çинчен акǎ мĕн пĕлтĕм эпĕ.

Вĕрентекен   ачалӑхĕ.

Ольга Степановна (Охотникова) Çĕрпӱ районĕнчи Елюккасси ялĕнче 1955 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнӑ.

   Ашшĕ, Охотников Степан, ялти паллӑ ал ӑсти пулнӑ. Вӑл мĕн те пулин туса паман çемье ялта çук та пулĕ. Хӑва хуллисенчен карçинкка, сӑпка, авнӑ. Йывӑç çунашкасем ӑсталанӑ. Чаплӑ сунарçӑ пулнӑ. Хӑй ӑсталанӑ япаласене пасарта сутса укçа -тенкĕ тунӑ. Тытнӑ чĕр чунсен тирĕсене патшалӑха сутнӑ. Ал ĕçсене пурне те ĕç хыççӑн каçхине тунӑ, кӑнтӑрла колхоза ĕçе çӱренĕ.

  Амӑшĕ те Павлова Зинаида, машǎрĕ пекех, колхозра вӑй хунӑ: хӑмлаçӑсен бригадирĕ пулнӑ. Каçсерен ал ĕçĕпе аппаланнӑ: каçатӑ тунӑ, алсиш-чӑлха çыхнӑ, тĕрлĕ эрешлĕ кофтӑсемпе свитерсем, юбкӑсем çыхса ял çыннисене сутнӑ е заказпа ĕçленĕ. Çапла майпа çемьене тӑрантма укçа тунӑ.

  Çемьере 8 çын: тӑватӑ ача, икĕ ватӑ çын, упӑшкипе арӑмĕ. Ватӑсем килте ача-пӑча пӑхнӑ, выльӑх-чĕрлĕх çитĕнтерме пулӑшнӑ. Çапла майпа пĕчĕккĕн пухса çемье  кермен пек кирпĕч çурт туса лартнӑ. Амǎшĕнчен вара çакна пĕлтĕм.

- Оля çемьере асличчĕ.  7 çула çитсен Елюккасси ялĕнчи пуçламӑш шкулта ӑс пухма пуçларĕ. Пуçламǎш шкула «5» паллǎсемпе пĕтерчĕ те Паваркассинчи 8 çул вĕренмелли шкула 5 класа кайрĕ. Аслǎ вожатǎй пулса Степанов Василий Степанович ĕçлетчĕ  (кайран çак шкул директорĕ пулчĕ). Çамрǎк та пултаруллǎ вожатǎй баянпа, купǎспа ǎста вылянǎ, баянистсен кружокне йĕркеленĕ. Оля та çав кружока çырǎнчĕ..

   Пурнǎç хǎй еккипе шурĕ. 1969 çулхи декабрь уйǎхĕн 10-мĕшĕ. Йывǎр чирленĕ хыççǎн унǎн ашшĕ вилсе кайрĕ. Эпĕ 4 ачапа пĕчченех тǎрса юлтǎм      (асли 14 çулта, кçĕнни шкула та каймасть). Пысǎк хуйхǎ  сывлǎха самаях  хавшатрĕ, чĕрепе чирлеме пуçларǎм. Пуçлǎхсем ачасене ача çуртне вырнаçтарасшǎн пулчĕç, анчах  ачасене хамран  вĕçертмерĕм.

Ĕмĕтленнĕ  – пурнǎçланнǎ,  пике вĕрентекен пулнǎ.

Кӱршĕре пурǎнакан Петĕр пиччерен ( ашшĕпе пĕр тǎван) çакна пĕлтĕм.  - Ольгǎна амǎшĕ вǎй çитнĕ таран вĕрентесшĕн тǎрǎшрĕ. 1970 çулта хĕр ача шкул пĕтерчĕ. Ǎçта вĕренме каяссине вǎл тахçанах шухǎшласа хунǎччĕ-ха. Вǎл учитель пуласшǎн: пĕрремĕш вĕрентекенĕ пек пуçламǎш класра ĕçлесшĕн çунатчĕ.

  Зинави хĕрне 5 тенкĕ укçа парса  Канашри педагогика училищине  кǎларса ячĕ. Вара ялти тепĕр  хĕр ачапа иккĕшĕ Канаша вĕренме кайрĕç.

   Унта Ольгǎн 2-мĕш ĕмĕчĕ те харǎсах пурнǎçланнǎ. Мĕншĕн тесен, унта мĕнле те пулин музыка инструменчĕ суйласа илмелле пулнǎ.  Хĕр пĕр шухǎшласа тǎмасǎрах  баян суйласа илет. Анчах инструменчĕсем çитмен. Амǎшĕ Ольǎна ĕне сутса баян илсе пачĕ. Кĕçĕннисене сĕтсĕр хǎварас мар тесе качака туянчĕ.

Çемьере укçа  çитсе пыман. Амǎшĕ хуçалǎх сеткисем çыхма ĕçе кĕчĕ. Çип илсе килсе килте çыхрĕ. Канмалли кунсенче Ольга та 5-6 - шар çыхатчĕ. Çав сеткисене çемйипех çыхнǎ: арçын ачи, хĕр ачи.

  1974 çулта педагогика училищине пĕтернĕ хĕре ĕçлеме Çĕрпӱ районĕнчи Ямаш шкулне ĕçлеме ячĕç. Малтанхи ĕç укçипе амǎшне, йǎмǎкĕпе 2 шǎллĕ валли парнесем илсе килчĕ. Çемйи вĕсен туслǎччĕ.  Ачасемпе амǎшĕ яланах канашланǎ: кама хǎш уйǎхра мĕн илсе парассине сӱтсе явнǎ.

    Малтан аслǎ вожатǎй тата музыка учителĕ пулса ĕçлерĕ. 1975 çултанпа 2012 çулччен пуçламǎш класс учителĕ.  Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 37 çул.

Çак вǎхǎтра баяна пĕрре те алран яман. Кǎнтǎрла шкулта, каçхине вара клуба утаттǎм. Халǎх юрланǎ, а эпĕ вылянĕ. «Янра, хут купǎс» телепередачǎна  хутшантǎмǎр, «Улах» фольклор ансамблĕ йеркелерĕмĕр: таврари ялсене çитсе хамǎр пултарулǎха кǎтартрǎмǎр»,- аса илет Ольга Степановна. Коллективра 60 çулхи карчǎксем те пурччĕ. Питĕ маттурсемччĕ хǎйсем. Халǎх юррисене вĕсенчен ытларах кам пĕлтĕр! Районти культура керменĕнче смотрта хутшǎнтǎмǎр. Хама шанса панǎ ĕçе ĕçе яланах юратса, тǎрǎшса туса пыма тǎрǎшнǎ. Çуллахи отпуск вǎхǎтĕнче уйсем тǎрǎх агитбригадǎпа çӱренĕ.

Нумай енлĕ талант.

Ольга Степановнǎн пур енлĕ талант. Вǎл сǎвǎ та çырать, юрǎ та кĕвĕлет, тĕрĕ те тĕрлет, тĕрлĕ çи-пуç çыхать, кǎçатǎ та тǎвать. Унсǎр пуçне вǎл çав тери хитре ӱкерет.  Хǎй пĕрремĕш хут сǎвǎ çырнине акǎ мĕнле аса илчӗ вǎл.

  - «Пĕрремĕш сǎвва Аслǎ Çĕнтерӱ валли çыртǎм. Вǎраннǎ та çĕр варринче ыйхǎ килмест. Пуçа темле майпа сǎвǎ йĕрки кĕчĕ. Тǎрса лартǎм та 7 куплетлǎ сǎвǎ çырса та хутǎм.. «Çĕрпӱ хыпарçи »хаçата ярса патǎм, пичетлерĕç. Çав хавхалантарчĕ-ши, сǎвǎсем çырма тытǎнтǎм. Илемлĕ, кǎмǎллǎ сǎвǎсене курсан, кĕвĕ хǎйех юха пуçлать. Пĕрремĕш хут хамǎр чиркӱри пачǎшкǎ мǎшǎрĕ Наталья аннеçĕм чǎваш епархийĕ ирттерекен «Раштав çǎлтǎрĕ» конкурс пуласси çинчен каларĕ. Сǎвǎсем те тупса пачĕ. Çав сǎвǎсенчен пĕрине вулама пуçларǎм çеç питĕ юрлас килсе кайрĕ, ǎшран кĕвĕ шǎранса тухрĕ. Эпĕ юрласа ятǎм. Наталья аннеçĕм мана: «Ольга Степановна, ку Турǎ пани, малалла та çапла пултǎр»,- терĕ. Унтанпа чылай сǎвǎпа юрǎ кĕвĕлерĕм, анчах та пĕрне те хут çине çырман.

  Эпир шǎкǎлтатса калаçса ларнине илтсе пулĕ,  пӱлĕме Ольга Степановнǎн амǎшĕ кĕчĕ. Манǎн вара ǎна татах та калаçтарас килчĕ. Акǎ мĕн каласа пачĕ Зинави аппа:

  «Тĕрĕ тĕрлеме Оля ачаранах пуçланǎ. Малтан хĕреслетсе карас алшǎлли çине тĕрлетчĕ. 3-4 класра вĕреннĕ чух пуçласа алсиш çыхрĕ, тӱрех эрешлесе. Алǎ ĕçне хамранах вĕренсе пычĕ пулĕ – тĕрлеме хам та питĕ юрататтǎм та.. Пĕр хĕлре 25 тутǎр ытла çыхрĕ вĕт. Кǎçал вара хĕл каçа мĕн чухлĕ  жилет, мǎнукĕсем валли калпак, кофта çыхмарĕ пулĕ. Нумайǎшне çывǎх çыннисене парнелерĕ. Юлашки вǎхǎтра çекĕлпе çыхма тытǎнчĕ. Пĕрре те ахаль лармасть, арçын ĕçне те тиркемест. Çемьере асли пулнǎран, ашшĕпе кил-çурт таврашĕнче стройка ĕçĕсене пĕрле тунǎ çав. Кǎшт-кашт тумалли ĕçсене кĕрӱ сисиччен туса та хурать».  Кил карти  тулли выльǎх-чĕрлĕх усраççĕ Ольга Степановнǎсем. Мĕнле вǎй-хǎват çитереççĕ-ши?

 «Ачасем,  мӑнуксем – манǎн  пурнӑç çутисем»,- тет манǎн юратнǎ вĕрентекенĕм. Андрей Çĕрпӱри ял хуçалǎх техникумне пĕтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарта хǎйĕн çемйипе пурǎнать: 2 ывǎл ӱстереççĕ. Инесса культурǎпа çутĕç училищине пĕтернĕ. Паваркасси, Ямаш шкулĕнче музыка вĕрентнĕ. Амǎшĕ çулĕпе кайнǎ. Унǎн ĕçне малалла тǎсма шутланǎ. Пурнǎç урапи ǎна урǎх çулпа илсе кайнǎ. Халĕ Çĕрпӱ хулинче патшалǎх учрежденийĕнче вǎй хурать. Çемье хĕрпе ывǎл çитĕнтерет.

   Туслǎ пурǎнаççĕ Васильевсем. Чǎн-чǎнах хисепе тивĕç вĕсем.  Хамǎн кайма вǎхǎт çитнине систерсе ура çине тǎтǎм. Çавах, малтанах ыйтма палǎртнǎ ыйтǎва памасǎр чǎтаймарǎм.

       - Ольга Степановна, эсир телейлĕ-и?  

«Эпĕ  хама пĕрре те телейсĕр тесе шутламастǎп. Пурнǎçра телейлĕ пулма атте-анне пилĕ те кирлĕ теççĕ. Хǎй çуратса ӱстернĕ ывǎл-хĕрне ашшĕ-амĕшĕ мĕн пиллет, мĕн ыррине сунать – çавǎ пулатех. Çавǎнпа  та ваттисен сǎваплǎ пилне ǎса та, ǎша та хывмалла. Унсǎрǎн пурнǎç ǎнмасть. Эпĕ çапла шутлатǎп: çĕр çинче кашни çыннǎн хǎйĕн ашшĕ-амǎшне тата тус-тǎванне хисеплемелле, вĕренӱре тата юратнǎ ĕçре вǎй-хала хурса тǎрǎшмалла, çемье ǎшшине тытса тǎмалла. Кунсǎр пуçне çынна нихçан та усал сунмалла мар, ырǎ çеç сунмалла. Киревсĕр ĕçпе тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмелле мар. Çаксене туйса пурǎнсассǎн – эсĕ телейлĕ. Çакна манар мар: телейлĕ пуласси йǎлтах хамǎртан килет».

Пĕтĕмлетӱ.

      Мĕн  чухлĕ пĕлме пулать иккен шырав- тĕпчев ĕçĕнче. Ку таранччен эпĕ Ольга Степановнǎна вĕрентекен енчен çеç пĕлнĕ, хсепленĕ  пулсан, халĕ вара ǎна  тата ытларах, хисеплетĕп, юрататǎп, мǎнаçланатǎп унпа.

Ольга Степановнǎра ырǎ енсем çав тери нумай, çавǎнпа та вĕсем чуна çывǎх. Ǎна  манǎн  идеалǎм  тесе те калас килет.  Вĕрентекенрен эпĕ ыррине илме тǎрǎшатǎп. Эпĕ хам та çĕр çнче усǎсǎр пурǎнас марччĕ тесе шутлатǎп. Ольга Степановна пекех хисеплĕ, пултаруллǎ, ĕçчен пулас тетĕп.   Унǎн ĕçне хакласа та пĕтереймĕн.  Педагогика ӗҫӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫленине унӑн нумай-нумай наградисем  ҫирӗплетеҫҫӗ. Ӑна район тата  республикӑри вӗрентӱ министерствин Хисеп грамотисемпе  наградӑланӑ.

   Ольга Степановнӑна ӗҫтешӗсем ҫав тери хаклаҫҫӗ, ҫамрӑк учительсем унран опыт илме тӑрӑшаҫҫӗ. « Вӑл маншӑн  чӑн-чӑн  юлташ, кирек хӑш вӑхӑтра та ырӑ сӗнӱсемпе пулӑшма хатӗр. Ольга Степановнӑра эпӗ ытларах ҫак енсене хаклатӑп:« Ачасемпе калаҫма пӗлнишĕн, уроксем патне творчествӑлла пынишĕн, хӑйпе калаҫакана ӑнланма пӗлнишĕн, ырӑ кӑмӑлӗшӗн»,- тет ӗҫтешӗ Ираида Николаевна Филимонова. «Тӱрӗ кӑмӑллӑ, нихӑҫан та хирӗҫлесе тӑман, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ҫын»,- тесе хаклать ӑна шкул директорӗ В.Н.Рыбкин.

  Педагогика ӗҫӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫленине унӑн нумай-нумай наградисем  ҫирӗплетеҫҫӗ. Ӑна район тата  республикӑри вӗрентӱ министерствин Хисеп грамотисемпе  наградӑланӑ.

    Эпĕ хамǎн юратнǎ вĕрентекенĕмĕрсем çине пǎхатǎп та – пулас ĕçĕм çинчен шухǎша путатǎп. «Ĕмĕр пурǎн, ĕмĕр вĕрен»,- теççĕ халǎхра. Манǎн та пурнǎç тǎршшĕпех, Ольга Степановна пек, вĕренес те вĕрентес килет, пурне те усǎллǎ çын пулас килет, хамǎн юратнǎ профессипе мǎнаçланса пурǎнас килет.   Мухтанатǎп,  савǎнатǎп, мǎнаçланатǎп эпĕ хамǎн вĕрентекенпе.

   Усǎ курнǎ литература

1.                  «Çĕрпӱ хыпарçи» хаçат. Ака. 48. 2003 çул.

2.                  «Çĕрпӱ хыпарçи» хаçат. Ака. 21. 2006 çул.

3.                  Халǎх шкулĕ  5 (92) 2007.

 

 

  

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

неделя чувашского языка
Реквизиты
<Февраль 2020>
ПнВтСрЧтПтСбВс
272829303112
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728291
2345678
Rambler's Top100 TopList